Ял хуҫалӑхӗ
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ. Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче пӗр талӑкра мӗн чухлӗ сӗт суса илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, республикӑра пӗр талӑкра 393,6 тонна сӗт туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,8 процент нумайрах. Анчах сӗт тӑварлӑхе чакнӑ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче вӑтамран пӗр талӑкра 13 килограмм сӗт сӑваҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 2,3 процент нумайрах. Лайӑх сӑвӑм тӑвакансем те пур. Комсомольски районӗнчи «Асанкасси» ЯХПК, Элӗк районӗнчи «Новый путь» ЯХПК, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирма, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ общество пӗр ӗнерен 20 килограмм ытла сӗт суса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Чӑваш бройлерӗн» шӑпи уҫӑмлӑ мар Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи республикипе паллӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне панкурта кӑларасшӑнах. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑ. Асӑннӑ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса Перекет банкӗ, «Красная поляна» суту-илӳ ҫурчӗ, «Русские корма» общество ҫырнӑ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен вӗсен тавӑҫӗсене те пӑхса тухмалла. Маларах «Ваша марка» общество тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ, анчах ун чух унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменччӗ. Темиҫе кун каялла, ҫак уйӑхра, цехсене чӗпсем янӑ. Предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче раштав вӗҫӗнче иртнӗ канашлура инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнине пӗлтернӗччӗ. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑччӗ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗнччӗ. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑнччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ирина Клементьева (варринчи) савута ҫӑмӑллӑх кӳме чӗнсе каланӑ Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫӗр налукне тӳлесшӗн мар. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи президиумӗнче (лару нарӑсӑн 2-мӗшӗнче иртмелле) пӗлтернӗ тӑрӑх, савута ӗҫлеттерсе янӑ вӑхӑтра, пурӗ 5 ҫул хушши, ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасшӑн. Производствӑна ҫӗнетме 400 миллион тенкӗ ытла кирлӗ пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫласан, Алексей Гирюк хулари депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, савута кӑҫалах хута яма май килӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева сӗт-ҫу савутне ӗҫлеттерсе яни хулара ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ. Производство пулсан тӗрлӗ шайри хысна налукпа пуянланӗ. Депутатсене Ирина Клементьева предприятие налук ҫӑмӑллӑхӗ пама чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Раҫҫейре килти выльӑх-чӗрлӗхӗн пӗрлехи идентификаци тытӑмне хута ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Мӗнле япала ку? Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсене 15 хисеплӗ идентификаци номерӗ парӗҫ, вӗсене чиппа, татуировкӑпа паллӑ тӑвӗҫ. Федераци патшалӑх информаци тытӑмӗнче выльӑх-чӗрлӗх пирки пӗтӗм информаци упранӗ: тӗсӗ, ама е аҫа пулни, ӑрачӗ, хӑҫан тата ӑҫта ҫурални пирки. Ку килти выльӑх-чӗрлӗхе те, кайӑк-кӗшӗке те пырса тивӗ. Лашасене, пӑлансене, тӗвесене, йытӑсене, кушаксене, кроликсене, вӗлле хурчӗсене те номер парӗҫ. Паллах, вӗлле хурчӗсене кашнине номерлемӗҫ, пӗрре ҫеҫ парӗҫ. Ку улшӑнӑва 2018 ҫулта вӑя кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Калмӑк Республикинчен Чӑваш Ене килме тухнӑ лашасене «Сызрань-Волгоград» федераци трасси ҫинче «Красноармейски» тӗрӗслев пунктӗнче тытса чарнӑ. Автомобиле Сарӑту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрӗсленӗ. Унта ҫичӗ лаша асӑрханӑ. Вӗсене Чӑваш Енре сутас шутпа ҫула илсе тухнӑ иккен. Росссельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи инспекторӗсем лашасене ятарлӑ хутсемсӗр илсе кайнине палӑртнӑ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн лаша хуҫине РФ Административлӑ йӗрке пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 10.8 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Инҫе ҫула тухнӑ калмӑк урхамахӗсене тӑван тӑрӑхне каялла янӑ. Лашасем Чӑваш Енри хӑш хуҫалӑха килессине Россельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи управленийӗн сайтӗнче палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкӗнче цехсене кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче чӗпсем ярӗҫ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ предприятире нумай ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вара ӑна республикӑра туса илекен кайӑк-кӗшӗк ашӗн 50 проценчӗ лекнӗ. Халӗ унти темиҫе цеха чӗпсем лартасси пирки предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. Сергей Шпарев пӗлтернӗ тӑрӑх, инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнӑ. Вӗсен кросӗ — HubbardF-15. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗн. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи культурӑсем хӗл аван каҫаҫҫӗ. Юр республикӑра пӗр пек тан выртать. Унӑн хулӑнӑшӗ 15 сантиметртан пуҫласа 45 сантиметра ҫитет, вӑтамран 27 сантиметрпа танлашать. Калча тӗмленнӗ вырӑнта сывлӑш температури — 2 градус сивӗ. Кӑнтӑр енчи районсенче (тӗслӗхрен, Пӑрачкавра) вӑл 5 градуса ҫывӑх. Ҫӗр 23 сантиметртан пуҫласа 26 сантиметр таран шӑннӑ. Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнчи специалистсем асӑрханӑ тӑрӑх, тутлӑхлӑ япаласене калча ытлашши илмест, ҫавӑнпа кӗрхисене хӗл каҫма лайӑх. Агрономсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсен 1,5 проценчӗ ҫеҫ пӗтнӗ. Ку вӑл — вӑтамран. Ытти ҫулсенче ҫак цифра 7–8 процент таран пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Пӑру вити умӗнчи асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗк Шупашкарти «Акконд» кондитер хапрӑкӗ Тӑвай районӗнче ял хуҫалӑхне ҫирӗп аталантарать. «Акконд Молоко» (чӑв. Акконд сӗт) ят панӑ хӑйӗн предприятине кӑҫал кӑна 50 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ. Ӗнер предприяти 250 пуҫ пӑрулӑх ҫӗнӗ вите уҫнӑ. Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал предприяти пӑру вити иккӗ тунӑ, тырӑ хранилищи, утӑ хранилищи хута янӑ, ӗне сумалли зала юсаса ҫӗнетнӗ, сӗт цехне анлӑлатнӑ. «Акконд Молоко» продукцие тӗрлӗ хутаҫпа кӑларать, ҫав шутра — кӑкшӑм евӗрлине те. Ҫимӗҫ предприятин лавккисене кӑна мар, ытти суту-илӳ точкисем тӑрӑх та саланать. Ҫӗнӗ пӑру вити уҫнине кура сӗт туса илессин калӑпӑшӗ предприятире малашне те ӳсессе шанаҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Унччен кӑтартмалӑх пулнӑ та... Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви сутса ярасшӑнах. Хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ — республика аллинче. Акцие сутассишӗн унччен те темиҫе хут аукцион ирттерчӗ. Панкурта тухас патне ҫитнӗ предприятие илекен тупӑнман енне сутма май килмерӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи аукцион та ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Черетлӗ аукциона ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 2017 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшне палӑртнӑ. Туянас текенсен заявкисене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫирӗп аталаннӑ предприятири лару-тӑру халӗ те уҫӑмланса ҫитмен: штата чакарнипе тухса кайнисем шалу илеймесӗр хӑшкӑлаҫҫӗ, предприятие панкрута кӑларма РФ Перекет банкӗ тата Чулхулари «Корма и концентраты» общество суда тӑратнӑ тавӑҫсене ҫитес ҫулхи кӑрлачра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |